Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тури Тӑмлай

Республикӑра
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн

Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче пурӑнакан Вениамин Лукич Кудряшов авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 66 ҫулта.

Килтен кайнӑ кун арҫын тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе пӗрле «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ.

Вениамин Кудряшова курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Ольга (Рыба), 89278443533

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_15483
 

Культура

Нумаях пулмасть Александра Лазаревӑн 100 ҫулхи юбилейне Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасассинче паллӑ тунӑ. Ҫак кунсенче, ҫу уйахӗн 11-мӗшӗнче, ҫыравҫа халалланӑ литература каҫӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те иртнӗ.

Литература каҫне шкул ачисем, студентсем, ҫыравҫӑсем, поэтсем, ӑсчахсем, Александра Лазаревӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Унта юрӑсем те янӑранӑ. Ҫултикассинчи хӑнасем те, Александра Лазаревӑн тӑванӗ те юрӑ шӑрантарнӑ.

Александра Лазаревӑпа Леонид Агаковӑн хӗрӗ Алиса Агакова, Юрий Сементер поэт, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Александра Лазаревӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.

Александра Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Балашовӑри авиаци техникумӗнче ӑс пухнӑ. 1939 ҫулта хавшанӑ сывлӑхне пула авиацие хӑварма тивнӗ. Шупашкара килсен ҫыравҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ, 1945 ҫултанпа литература каҫалӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн паллӑ кӗнекисене асӑнса хӑвармалла: «Чипер Анна», «Ҫутӑ пӗве», «Телейлисем», «Хӗр чӗри», «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус».

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ "Акуча" уявӗ
"Акуча" уявӗ

Муркаш районӗнчи ярапайсем (тӗрӗссипе, ялӗ Ярапайкасси ятлӑ-ха. Халӑхра Ярапай тени сарӑлнӑ) харӑсах ултӑ ял уявне палӑртнӑ. Мероприятие вӗсем «Акуча» ят панӑ.

«Ӗҫҫине пӗтерсен пирӗн халӑх яланах йышпа пухӑнса савӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пынине курма хавас», – тенӗ Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев.

Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Сыпайкасси, Иштерек, Тури Тӑмлай, Анатри Тӑмлай, Ҫӗнӗ Тӑмлай тата Вускаси пӗлтӗр кашниех пуҫласа ял уявне йӗркеленӗ. Уйрӑмшарӑн. Кӑҫал вӗсем пӗрле пухӑнма шут тытнӑ.

«Акучана» пухӑннисене район администрацийӗн тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ саламланисӗр пуҫне муркашсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи, Сыпайкассинче ҫуралнӑ Александр Федоров та ҫитнӗ.

Уявра Сорокинсен ҫемйине чылай ҫул килӗштерсе пурӑнать тесе чысланӑ. Вырӑнти «Акуча» художество коллективӗн пайташӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарнӑ.

Уяв кунӗнче спортпа туслисен те тунсӑхлама тивмен. Мини-футболта ултӑ ял ушкӑнӗ вылянӑ. Иштерексем маттуртарах пулнӑ. Вускассисемпе сыпайкассисен иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайлама тивнӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та